Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи В.И.Чапаев ячӗллӗ заводра ӑратлӑ юртӑ лаша ӗрчетеҫҫӗ.

Асӑннӑ заводра нумаях пулмасть «Знамя труда» (чӑв. Ӗҫ ялавӗ) хаҫат тишкерӳҫи пулнӑ, унти ӗҫ-пуҫа паллашнӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче завод 100 ҫул тултарӗ.

Заводра паян та хӑйсен ӗҫне чунтан юратакансем тӑрӑшаҫҫӗ. Роман Малов Вячеслав Политов, Виктор Чернышов тата ыттисен ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18972
 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иван Ермолаев выльӑх тухтӑрӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Егорович Хусанти Н.Э. Бауман ячӗлле ветеринари медицинин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх тухтӑрӗнче 34 ҫул ытла тӑрӑшать, ҫав шутран 20 ҫулне — Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче. Вӑл сысна ҫурисем таса сыва ӳсчӗр тесе тӑрӑшать.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуркунне Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртет. Ҫитес ҫул вӑл пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче пулӗ.

Темиҫе ҫул ӗнтӗ курава МТВ-центрта йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑнтах пулӗ. Унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутнисӗр пуҫне ял хуҫалӑх техникин куравӗ те пулӗ. А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин тӗпчев федераци центрӗ тӗрлӗ сортпа паллаштарӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ксения Викторова Мускавра юристра ӗҫленӗ, халӗ вара Чӑваш Ене таврӑннӑ, Муркашра кайӑк-кӗшӗк усрать.

Ксения Викторова – икӗ ача амӑшӗ, шавлӑ хулара пурӑнса йӑлӑхсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Чӑваш Енре вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Халӗ Ксения кайӑк-кӗшӗк усрать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑл соцконтракт алӑ пуснӑ. Патшалӑх панӑ укҫапа ҫамрӑк хӗрарӑм инкубаторсем, кайӑк-кӗшӗк ҫӑмартисем туяннӑ. Халӗ унӑн хуҫалӑхӗнче – ӑратлӑ чӑхсем: бентамкӑсем, брамӑсем, виандотсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15365
 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Пӗр сехетре пӗр ҫын 20 сотӑй ҫӗрулми лартма пултарать.

Ку – юмах мар. Кунашкал хатӗре Шупашкарта пурӑнакан Владимир Выйгетов шухӑшласа кӑларнӑ. Чи малтан вӑл алӑ айӗнчи япаласенчен ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр ӑсталанӑ, унтан – купаламалли. Халӗ ав ҫӗрулми лартмалли хатӗр шутласа тупнӑ. Ӑна ытти ҫынсем те килӗштернӗ. Ара, вӑл вӑхӑта та, вӑя та перекетлеме май парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79762
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче кӑҫал ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, ӑна вӑхӑтра пӳлмене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 121,5 пин тонна ҫӗрулми туса илнӗ.

Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,2 процент нумайрах. Тухӑҫӗ фермерсемпе ял хуҫалӑхӗсене чӑннипех те савантарнӑ: пӗр гектартан вӑтамран 297,4 центнер ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, 18 процент нумайрах.

Ҫӗрулми нумай ларатссипе кӑҫал Патӑрьел тата Комсомольски округӗсем малта пулнӑ. Вӑрмар тата Елчӗк округӗсем вара чи пысӑк тухӑҫ туса илнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑна пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: вӑл авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре 49 лапамра иртнӗ. Унта вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермерсен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫӗсене йӳнӗрехпе туянма май пулнӑ.

Икӗ уйӑхра ярмӑрккӑра 512 тонна ытла ҫимӗҫ сутнӑ. Ытларах ҫӗрулми (63%) туяннӑ. Кӑҫал тин татнӑ ҫырласем те туянма май пулнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑнти произоводительсем аш-какай, пыл, калчасем, вӑрлӑхсем, кукӑль таврашӗ сутнӑ.

Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Тивӗҫлӗ канурисене, ветерансене тата сусӑрсене ҫимӗҫсене киле ҫитиех леҫсе панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Ял пурнӑҫӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви качакапа сурӑх ӗрчетекенсене субсиди парассине пӗлтернӗ.

Укҫана тивӗҫес текенсенчен заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Документсене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи ҫурҫӗрччен парса ӗлкӗрмелле.

Субсиди валли пурӗ 2,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнмалла.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов ял пурнӑҫӗ пирки документлӑ сериалта ӳкерӗннӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун патне киле, Элӗк округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялне, килнӗ. Юлашки кадрсене Шупашкарта вӗҫленӗ.

Хальлӗхе Кирилл Степанов мӗнле проекта тата платформӑна хутшӑнни пирки пӗлтермен – вӑрттӑнлӑхра ку. «Ӳкерӳ кунне тулли кӑмӑлпа аса илетӗп, ҫурӑм тӑрӑх ӑшӑ хум чупса иртет. Командӑна профессионаллӑхшӑн тавах!» - тесе ҫырнӑ ҫамрӑк фермер халӑх тетелӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23602
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 101
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ